Чăваш халăх канашлăвĕ. Чăваш чĕлхи. Халăх историйĕ. Пултарулăхĕ
Forum index Chuvash site Search Members Help
Чăваш халăх канашлăвĕ
 

» Добро пожаловать, Гость
[ Вход :: Регистрация ]


Вопрос: Чăваштет или Чувнет? :: Количество голосов:18
Варианты ответов Голоса Статистика
Чăваштет/Чаваштет/Chаvashtet 12 [66.67%]
Чăвнет/Чувнет/Chuvnet 2 [11.11%]
Чăваш тетелĕ/Чаваш тетеле/Chаvash tetеле 4 [22.22%]
Гости не могут голосовать
Page 5 of 5<<12345

[ Подписаться на эту тему :: Отправить тему на E-mail :: Распечатать эту тему ]

reply to topic new topic new poll
Тема: Чăваштет или Чувнет?, Выбираем БРЕНД< Предыдущая тема | Следующая тема >
улатакк@ Search for posts by this member.

Avatar



Группа:
Members
Сообщений: 329
Дата регистрации:
26.ноября.2013
PostIcon Отправлено: 17 декабря 2013, 13:54  Skip to the next post in this topic. Ignore posts   QUOTE

(Hurlanu @ 17 декабря 2013, 02:18)
QUOTE
Шел, чăваш чĕлхине тепĕр чухне пит йывăрлатаççĕ. Контактра чăваш чĕлхи çине куçарса пăхрăм та- ăнланма пит йывăр. Пĕлмес, мĕншĕн интернациллĕ сăмахсене кăларса утнă: видео, аудио тата тахăш-пĕр ыттисене. Пĕр чăваша сĕнсе пăхрăм та конактра чăвашла куçарма. Куçарнă хыççăн каялла куçарма каларĕ- пит йывăр тет ăнланма. Паллах, тавтапуç куçаруçĕсене, анчах нумайĕшĕ интернациллĕ лексикăна хăнăхнă, çавăнпа та лайăх-ши кашни сăмаха чăвашла куçарма? Ман шутпа пурте хăнăхнă сăмахсене кăларса ывăтни тĕрĕсех мар пек туйăнать. Мĕн усси чăн-чăвашла куçарнинчен, хăçан чăвашсенчен 85% ăна ăнланмаç тата çавăншăн усă курмаç? Тетел сăмаха та пачах никам та ăнланмаç. Пурте интернет теççĕ. Эп хам та çавнашкалах чĕнеп. Чăн-чăваш сăмахĕсемпе куçарни лайăх, анчах халăха çакă усă памаç пулсан, вара мĕн тума кирлĕ вăл? Вырăссенчен те пулин тĕслĕх илмелле, е акăлчансенчен, е ыттисенчен. Мĕншĕн акăлчан чĕлхи пуян чĕлхе? Паллах, пĕр сăлтавĕ вăл чи вăйлă империйĕн чĕлхи- хальхи вăхăтра икĕ чи вăйлă çĕршывăн чĕлхи ĕнтĕ. Иккĕмĕшĕ- акăлчансем нумай чухне ытти чĕлхесенчен питĕ нумай сăмахсене илнĕ е илеççĕ. Апла мĕншĕн ха акăлчан чĕлхи гармониклă чĕлхе? Хуравĕ çăмăл- вĕсем ют сăмахсене асимлеççĕ. Çавăнпа та ют чĕлхе сăмахĕсем акăлчан чĕлхинче тăванлă илтĕнеççĕ, çырăнаççĕ.

Пĕртте килĕшмес сирĕнпе, Hurlanu.
Тĕлĕнмелле самана пулса кайрĕ - çавтери хăнăхса кайрăмăр хамăр чĕлхене кĕнĕ кирлĕ кирлĕ мар çĕрти вырăс неологизăмĕсене ...
Атя юрĕ-ха, техника, наука тата ытти чăваш чĕлхинче нихçан пулман сăмахсене йышăнни кирлех тейĕпĕр.
Ара, тем чухлех хальхи чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем, хăшĕсен пĕлтерĕшĕ тăван чĕлхере те темиçе.
Вара - капла хăнăхнă, ăнланмалларах - тесе, хамăра лăплантарса малалла та - çурри вырăс, çурри чăваш чĕлхипе пуплесен, ăçта çитĕпĕр?
-  хамăр кахал ĕçке, маннă чăваш сăмаххисене, аса илсе хута яма ĕç тăвас пулать - чăвашла хаçат-журнал, кĕнеке вулас пулать, радио итлес пулать, асаттесен авалхи кун çулĕпе кăсăкланас пулать...
Ăнланма йывăр.... - паллах йывăр, кам чăваш чĕлхине асаттесем чухлĕ пĕлет паян?
Хăнăхман.... - ăçтан хăнăхăпăр, чăвашла хутран -ситрен калаçсан, ун чухне те - чăвашла-вырăсла....
Ман шутпа:
 малтан чĕлхене кĕртес пулать авалхи маннă сăмахсене,
 ăсталас пулать чăваш грамматикипе килĕшӳллĕ çĕнĕ сăмахсем
пĕлтерĕшĕсене кура, сăмахран: "тетел" - питĕ  килĕшӳллĕ чăвашла сăмах, "интернет" - чăвашла калаçура юттăн илтĕнет....
 ытти - техника, наука сăмахĕсене, чăваш грамматикине шута илсе ют чĕлхесенчен те илме юрать - мĕншĕн вырăс чĕлхинчен анчах? акăлчан, нимĕç, турк чĕлхисенчен те илмелле....
 паллах ку пысăк ĕç, нумай çăмăлтарах - вырăс чĕлхинчен ил те çыр... çак çулпа пыраççĕ те чăваш "ăсчахĕсем"...
Offline
Profile CONTACT 
улатакк@ Search for posts by this member.

Avatar



Группа:
Members
Сообщений: 329
Дата регистрации:
26.ноября.2013
PostIcon Отправлено: 17 декабря 2013, 14:05 Skip to the previous post in this topic. Skip to the next post in this topic. Ignore posts   QUOTE
QUOTE
Эпир Римри Паппăран та çветтуйрах пуласшăн мекĕçленетпĕр. Кулăшла.

Вара çветтуйрах пулма тăрăшни мĕн енчен япăх?
Римри Паппăта çынах, ун пек тĕрĕс пурнăçпа пурнакан пирĕн хушăра та пулма пултарать....
QUOTE
Тетел вăл —сеть. Тетел тени Интернетран анлăрах пĕлтерĕшлĕ. Синонимлăх пур пулин те.

"Интер*нет" ... калăпăр -  "тĕнче*курăм" (интервидение), мĕнрен япăх? е - тĕнче*уçăм, тĕнче*çыхăнĕ....
QUOTE
Хăш ют сăмахсене тата еплерех ассимиляцилес тĕлĕшпе принципсене палăртмалла.

Ăçта пирĕн ăсчах-лингвистсем? мĕнпе тăрмашаççĕ паян-кун?


Отредактировано улатакк@ в 17 декабря 2013, 14:38
Offline
Profile CONTACT 
Hurlanu Search for posts by this member.

Avatar



Группа:
Members
Сообщений: 164
Дата регистрации:
19.июня.2013
PostIcon Отправлено: 17 декабря 2013, 15:53 Skip to the previous post in this topic.  Ignore posts   QUOTE
Хисеплĕ улатакк@! Эсир мана кăшт ăнланмарăр. Эп ниçта та çырмарăм, чăваш сăмахĕсене вырăс сăмахĕсемпе улăштарма. Эп ытларах интернациллĕ сăмахсем пирки çыртăм. Маншăн та лайăх, чăн-чăвашла пурне те куçарса çырсан. Анчах шута илмелле, эпир глобализаци вăхăтĕнче пурăннине. Паян камăн технологисем пур, çавсен чĕлхи сарăлать те. Американсеме акăлчансем паян ытларах чухне çĕнĕ технологисем шутласа кăлараççĕ. Ятсене те çавăнпа хăйсен чĕлхипе параççĕ. Анчах çав вăхăтрах çакна палăртмалла- акăлчан чĕлхинче ют чĕлхери сăмахсен проценчĕ пысăк. Çав-çавах акăлчансем каялла тавăрмаççĕ чăн-чăн акăлчан сăмахĕсене. Анчах мĕнле ха вăл чăн-чăн акăлчан е чăваш сăмахĕсем? Паллах, кашни чĕлхере ют сăмахсен проценчĕ пур. Халăхсем пĕр-пĕринпе хутшăннăшăн çакă пулнă та. Вырăс чĕлхинче пит нумай тĕрек сăмахĕсем, анчах вырăссем çав сăмахсене кăларса пăрахса чăн-чăн славян сăмахĕсем çине куçмалла темеççĕ те. Ăнланмалла çакна- аталанакан чĕлхе пурпĕрех улшăнать вăхăт иртнĕ çемĕн. Тĕслĕхрен, 15 ĕмĕрти чăвашпа 19 ĕмĕрти чĕрĕлсе тăрсан, вĕсене пĕр-пĕрне ăнланма йывăртарах пулать. Мĕншĕн? Паллах, чăвашсене вăл вăхăтра хĕснĕ пулин те, анчах чĕлхи аталаннă, пĕчĕккĕн улшăнса пынă- халăхăн вăйĕ-тăнĕ вăйлă пулнă вăл вăхăтра. Çак сăмахсем, тĕслĕхрен, вырăс чĕлхинчен килнĕ- пĕрене, крапля е кĕрепле тата ыттисем те. Халĕ те чĕлхене аталантарас тата анлă сарас тесен, çĕн сăмахсене кĕртмех тивет. Анчах çакна ăслă-тăнлă тумалла. Сăмахсене, эп çӳлерех асăннă пек, асимлемеле. Agabazar каланă пек, чĕлхе валли асимляци принципĕсене шутласа кăларса çирĕплетмелле. Паллах, акăлчан чĕлхи çине пăхмалла анчах мар, ытти чĕлхесенчен те илмелле сăмахсене. Мĕн усси пултăр чăн-чăваш куçарура, хăçан хальхи чăваш ăна тăна кĕрмеç? Тепĕр хут палăртап- чăваш чĕлхин чăваш чĕлхиех пулмалла, анчах çав вăхăтрах çĕн сăмахсене кĕртмелле. Эсир каланă пек, хаçат-журналсене те, интернетра та, телекуравра та анлă усă курмалла. Тата чи пĕлтерĕшли, шкулсенче лайăх вĕрентмелле, уйрăмах хуласенче, ăçта вырăссем е вырăсланса кайнисем нумай. Çак утăмсене тусан, чăваш чĕлхи те шăранма пуçлĕ таврара.

Отредактировано Hurlanu в 03 января 2014, 08:19
Offline
Profile CONTACT 
82 ответов, начиная с 28 ноября 2005, 10:48 < Предыдущая тема | Следующая тема >

[ Подписаться на эту тему :: Отправить тему на E-mail :: Распечатать эту тему ]


Page 5 of 5<<12345
reply to topic new topic new poll
 
Паллашу / Знакомства:
43 çулхи хĕр каччăпа паллашасшăн. Кĕскен: 168 см, 50 кг, çутă (светлые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!

Çанталăк çинчен:
Шупашкарта халĕ уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 7 - 9 градус ăшă.
Тĕплĕнрех
Кун кĕнекисенче / В Дневниках
По каким критериям выбирать декоративную косметику? (1)
Энциклопедия — историко-культурный паспорт нации (13) NEW
Михаил Игнатьев ответил на вопрос о пуске троллейбусов между Чебоксарами и Новочебоксарском. Устраивает ли ответ главы Чувашии жителей? (1)
Еще раз о святых местах (30) NEW
Какой iPhone купить в 2019 году (1)
Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех! (81)
О святых для чувашского народа местах (24)
В Чувашии отметили 200-летие Шихазанской сельской школы (18)
По каким критериям выбирать краны чугунные? (1)
Что такое ампулы уровня АКН (1)
Фотогалерея
RUХыпарсем

» Быстрый ответ Чăваштет или Чувнет?
Кнопки iB кода

Вы отправляете как:

Вы хотите добавить Вашу подпись для этого сообщения?
Вы хотите использовать смайлики в этом сообщении?
Подписаться на эту тему
Посмотреть все самйлики
Посмотреть iB коды



peter.chuvash.eu